20 апреля 2011 г.
Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитет. Çак уява чыслă та хисеплĕ ирттерсе ярас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов йышăну кăларнă. Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн районта йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унта Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар комиссариачĕн уйрăмĕн представителĕсем, районти “Авангард” хаçат редакцийĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больница, районти шалти ĕçсен пайĕ, Патăрьел ял поселенийĕ, районти ĕçпе вăрçă, йĕрке хуралĕн ветеранĕсен канашĕ кĕреççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти хÿтлĕх пайĕн, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн, районти тĕп больницăн уява ирттерсе ямалли мероприятисен планне пурнăçлама пулăшма кирлĕ йышăнусем тумалла.
Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине вырăнсенче чыслă та хисеплĕ ирттерессишĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем яваплă.
(Хамăр корр.)