20 апреля 2011 г.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе Чăваш Республикин Президентĕнчен Михаил Игнатьевран Тав çырăвĕ килнĕ. Унта Чăваш Республикин çар комиссариачĕ 2010 çулта граждансене çар службине ярас тĕлĕшпе Тĕп çар округне кĕрекен çар комиссариачĕсем хушшинче пĕтĕмĕшле служба ĕçĕпе пĕрремĕш, призывпа иккĕмĕш вырăна тухни çинчен пĕлтернĕ.
«...Чăваш Республикин пысăк кăтартăвĕнче сирĕн, призыв комиссийĕн председателĕн, тÿпи те пур. 2010 çулхи призыва ăнăçлă ирттерсе янăшăн сире тав тăватăп. Кăçал та районти призыв комиссийĕ кирлĕ пек ĕçлессе шансах тăратăп», – тенĕ çырура.
Сăмах май каласан, çурхи призыв утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Çак вăхăтра районти 140 каччăн çĕр-шыва сыхлама кайма ят тухĕ.