АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавлă техника ĕçре шанчăклă

20 апреля 2011 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче техника паркĕ тĕп шăнăрсенчен пĕри шутланать. Трактор-машина мĕнле пулнинчен çур аки, вырма епле иртесси нумай килет. Ытти чухне те юсавлă транспортпа çула тухма шанчăклă. Хальхи вăхăта 20 ял хуçалăх предприятийĕ хатĕррисен ретне тăратнă 230 единица техникăран 155 е 67 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă. “Малалла”, “Батыревский”, “Первомайск”, “Жизнь” хуçалăхсенче тракторсене, прицепсене, кăкарса çÿремелли ытти хатĕрсене те кирлĕ шайра юсаса çĕнетнĕ. “Знамя”, “Гвардеец” хуçалăхсенче палăртнă кун тĕлне техникăсене хатĕррисен ретне тăратайман.

Техника тĕрĕслевĕ малалла пынă май Гостехнадзор инспекцийĕн ра-йонти начальникĕпе И.Васильевпа пĕрле Ленин ячĕллĕ агрофирмăн, “Колос” колхозăн техника паркĕпе паллашрăмăр тата Алманчă, Кзыл-Чишма ял поселенийĕсенчи уйрăм çынсен тракторĕсене тĕрĕслерĕмĕр.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăра трактор 22 единица. Вĕсене çур аки валли хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех: сăрламалла тата хăш-пĕр кăлтăка пĕтермелле. Прицепсене сăрланă, çĕнĕ пекех курăнса лараççĕ. Ял хуçалăх машинисенчен 99 проценчĕ паян тесен паян хире тухма юрăхлă. Сÿресене Ю.Петров тимĕрçĕ кĕркуннех юсаса лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материал пур.

Техникăна пăхса çаврăннă хыççăн Гостехнадзор инспекцийĕн районти начальникĕ И.Васильев механизаторсемпе калаçу ирттерчĕ. Çула тухнă чухне тракторсене страхланине ĕнентерекен документ кирлине, унсăрăн штрафланине, медицина тĕрĕслевне вăхăтра тухмаллине, правасене çул çитнĕ май улăштармаллине, ĕçре яланах сыхлануллă пулмаллине манмалла маррине асăрхаттарчĕ.

Паркра хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г.Киргизов та пуррипе усă курса ака планĕпе те паллашрăм. Алманчăсем 2303 гектарта акма-лартма палăртнă. Пĕрчĕллĕ культурăсем 1600 гектар йышăнмалла, вăрлăхсем пурте кондициллĕ. Çĕр улми – 100, купăста – 5, кишĕр – 4, сухан вăрлăхĕ – 15, сухан – 1, сахăр кăшманĕ – 100, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 5 гектар никĕсе хывма планланă. Çавăн пекех хура тулă, выльăх апачĕлĕх нимĕç пăрçи, кукуруза, хăярпа помидор та çитĕнĕç. Пĕлтĕр агрофирмăра купăстана калча тумасăрах, тÿрех акрĕç. Çанталăк типĕ пулсан та вăл аванах пулнă иккен. Кăçал та ку çимĕçе çак мелпех ÿстересшĕн.

Малалла çул “Колос” колхоза пулчĕ. Хуçалăх ертÿçи улшăннă май кунта хальлĕхе нимех те туман. Техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тепĕр хут килме тивет.

Хăш-пĕр хуçалăхра тракторсене, ял хуçалăх техникине тĕрĕслени мĕн кăтартать-ха; Чылай çĕрте прицепсен тормоз системи юсавсăрри, техника патне çителĕклĕ тимлĕх уйăрманни сисĕнет. Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту вăл – ял хуçалăх предприятийĕсенче трактористсем çитменни. Акана ирттерсе яма тупĕç-ха, анчах малалла; Руль умне лараканнисенчен те чыла-йăшĕ çамрăк мар. Техника кивви, ĕç укçи сахалли, çамрăксем çĕртен писни, ашшĕ-амăшĕ ачисене хулана яма тăрăшни – çаксем пурте витĕм кÿреççĕ ĕнтĕ. Ку ÿкерчĕк пирĕн районта кăна мар, республикипех çапла. Çак ыйтупа паян çине тăрса ĕçлемесен ыран кам хирсене сухалĕ-ши;

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика