20 апреля 2011 г.
Райадминистрацин çул çитменнисемпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн статйисемпе айăпланакансем час-часах тĕл пулаççĕ. Хальхи ларура çул çитмен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне тĕрлĕрен сăлтавпа айăплама тивнĕ. Пăлаçи Атăк тата Первомай-скинчи çул çитмен икĕ каччă Упамсана хăнана кайнă. Каçхине 22 сехет хыççăн ачасене йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем обществăлла вырăнта хĕрĕнкĕ пулнипе тытса чарнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн ачасене те, ашшĕ-амăшне те штраф панă.
Çак ларурах Сăкăт тата Ишлĕ ялĕсенчи çамрăк амăшĕсене хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн, пепкисем умĕнче яваплăха туйса вĕсене воспитани паманшăн каллех иккĕшне те саккунпа айăпланă.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р.Селиванов ларура ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн яланах пысăк яваплăхра пулмаллине çивĕчлетнĕ.