АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Осипов– «Мехел» конкурс дипломанчĕ

20 апреля 2011 г.

Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен Василий Осипов мĕн пĕчĕкренпех чăваш юррисене кăмăллать. Пĕлтĕр вăл Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче иртнĕ эстрада юррисен “Сентти” конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Тантăш” хаçат юбилейне хутшăнса та хăйĕн пысăк талантне кăтартнă.

Кăçал вара Василий хăйĕн пултарулăх каçалăкĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ тунă. Вăл республикăра ачасем хушшинче иртнĕ эстрада юррисен “Мехел” конкурсĕн дипломанчĕ пулнă, конкурсăн виççĕмĕш турне çитсе гала-концерта хутшăнма тивĕçнĕ. Вăл çеç те мар-ха. Амăшĕ çĕлесе панă капăр чăваш тумлĕ 14 çулхи Первомайскинчи маттур ача куракансенчен чи нумай сасăлав пуçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика