20 апреля 2011 г.
“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче ял поселенийĕсен спартакиади иртнĕ, унта 21 команда хутшăннă. Вĕсем шывра ишессипе тата сĕтел çи теннисла выляссипе ăмăртнă. Шывра ишессипе мала – Аслă Чемен ял поселенийĕн команди, иккĕмĕш вырăна – Нăрваш Шăхалĕн, виççĕмĕшне Патăрьел ял поселенийĕн командисем тухнă.
40 çул тултарман арçынсем хушшинче призлă вырăнсене А.Григорьев (Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕ), С.Ялуков (Тăрăн) тата Г. Ялуков (Патăрьел) йышăннă. Аслăраххисенчен шывра ишессипе чи лайăх результат Г.Медведев (Аслă Чемен) кăтартнă, иккĕмĕш вырăна – В.Каргин, виççĕмĕшне А.Моисеев (Патăрьел) йышăннă.
Хĕр арăмсенчен, 35 çул тултарманнисенчен, Пикшик ял поселенийĕнчи Г.Каштанова чи маттурри пулнă, Аслă Чементи А.Медведевăпа Çĕньялти А.Полякова та аван ăмăртнă. 35 çул тултарнă тата аслăрах хĕрарăмсем хушшинче Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн командинчи М.Николаева палăрнă, Аслă Чемен ял поселенийĕнчи М.Медведева – иккĕмĕш, Туçа ял поселенийĕнчи О.Перепелкина виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
х х х
Чăваш Республикинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе мала тухассишĕн Красноармейски ялĕнче В.Кацовпа В.Степанов воин-интернационалистсен ячĕпе йĕркеленĕ ăмăртăва Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Чăваш Енрен 26 команда пулнă, çавăн пекех Раççейĕн ытти регионĕсенчен те килнĕ. Патăрьелсем кунта та хăйсен ăсталăхне начар мар кăтартнă. Хăйĕн виçе категорийĕнче Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекен М.Хусеинов республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕ. “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнчи В.Спиридонов тренер патне çÿрекен А.Иванов, В.Козлов, А.Саймуков иккĕмĕш вырăн тухнă. Виççĕмĕш вырăна Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ăс пухакан А.Смирнов тата Сăкăтра вĕренекен И.Ильин йышăннă.
Хĕрсенчен Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекен Д.Чиркина иккĕмĕш, Первомайскинчи К.Смирнова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
х х х
Тутар Сăкăт ял поселенийĕ Р.Сафиуллов спорт ветеранĕн призĕшĕн Сăкăт вăтам шкулĕн спорт залĕнче волейболла выляссипе ăмăрту ирттернĕ. Унта 10 команда – районти ял поселенийĕсен тата Тутарстанри Пăва районĕн – хутшăннă. Финала тухса çĕнтерÿçĕ ятне акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕвĕн команди тивĕçнĕ. Туçа ял поселенийĕн тата Пăва районĕн командисем те призлă вырăнсене йышăннă.
х х х
Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби 20 çул тултарнине халалласа шашка турнирĕ ирттернĕ. Центрта вăй хуракансем ăмăртăва пурте хастар хутшăннă, кашнийĕ мала тухма тăрăшнă. Çĕнтерÿçĕ ятне пурте пĕр шухăшлă пулса И.Ибрагимов инспектора панă, ăна Хисеп грамотипе тата парнепе хавхалантарнă.
(Хамăр корр.)