АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театрта вылять – халăха савăнтарать

20 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Сăкăтра çуралса ÿснĕ Александр Кураков артистăн юбилей каçĕ иртнĕ.

Талантлă та пултаруллă сцена ăстине 50 çул тултарнă ятпа саламлама ЧР Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ В. Яковлев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Сăкăт ял поселенийĕн пуçлăхĕ С. Толстов, “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи П. Никифоров, юлташĕсем, театр искусствине юратакансем пуçтарăннă.

Александр Кураков 1983 çулта Мускаври М. С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухнă. Вăл сахал мар сăнар калăпланă. Сăмахран, “Туй хыççăн арăм шырамаççĕ” (Н. Сидоров) спектакльте Тяпук, “Çĕнĕ арăм виç куна” (Ш. Башбеков) – Куçма, “Хурлăхлă хурама сасси” (Д. Гордеев тата Г. Кириллов) – Таркăн, “Салтак шăпи” (А. Тарасов) – Захар мучи, “Евчĕ” (А. Цагарели) – Тимоте рольсем.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика