АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăк лартас ыйтăва ырланă

20 апреля 2011 г.

Раççей космонавтикин çулталăкĕнчи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче вăрçă, ĕç, йĕрке хуралĕн ветеранĕсен районти канашĕн пухăвĕ иртнĕ. Унта ветерансен канашĕн пуçламăш организацийĕн председателĕсене те чĕннĕ. Ăна ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ф.Майорова уçнă, ертсе пынă. Фаина Аркадьевна пухăннисене Космонавтика кунĕ ячĕпе саламланă, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей суннă.

2012 çулхи çурла уйăхĕнче пирĕн ентеш, СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ А.Г.Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул тулать. Чăваш халăхĕшĕн Андриян Григорьевич калама çук пысăк ĕç тунă. Эпир унпа мухтанатпăр, савăнатпăр. Çавăнпа та районти ветерансен канашĕн председателĕ И.Хитров космонавт ячĕпе палăк лартма пуçарнă ĕçе укçа-тенкĕпе пулăшма Патăрьелсене те пысăк хастарлăх кăтартма суннă.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика