АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – «Хыпар» хаçатăн уявĕ

23 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче “Хыпар” хаçатăн кунĕ иртнĕ. Вулакансемпе йĕркеленĕ уява çак хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ М.Арланов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Патăрьел çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем хутшăннă.

“Хыпар” хаçатăн тĕп редактор çумĕ уява хапăл тунисене творчество ĕçченĕсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, коллектив çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пултаруллă та хастар ĕç паттăрĕсем, паллă çынсем тата ыттисем пирки сахал мар материал пичетленни, Патăрьелсем хаçатпа тачă çыхăну тытни пирки каланă.

Кунтах “Хыпар” хаçатпа унăн ытти кăларăмĕсен презентацине ирттернĕ, кăмăл тăвакансем хаçата çитес çур çул валли илсе тăма çырăннă.

Уява хутшăннисен кăмăлне Л.Васильева юрăçпа Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен “Кĕмĕл сасă” фестиваль лауреачĕ О.Ласточкина çĕкленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика