23 апреля 2011 г.
Пушăн 1–20-мĕшĕсенче районта чи лайăх класс ертÿçисене палăртас тĕлĕшпе конкурс иртрĕ. Районти ачасен хушма пĕлÿ паракан центрне хăйсен пултарулăхне кăтартма финалти тупăшăва шкулсенче çĕнтернĕ 45 класс ертÿçи хутшăнчĕ. Вĕсенчен 16-шĕ пуçламăш классемпе тата çавăн чухлех вăтам звенори ачасемпе, ыттисем аслă классене çÿрекенсемпе ĕçлеççĕ. Конкурс валли тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ педагогсем.
Пуçламăш классемпе ĕçлекен класс ертÿçисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Турханти вăтам шкулти тăваттăмĕш классене вĕрентекен Т. Раевская, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти иккĕмĕш классемпе ĕçлекен Т. Калькина, виççĕмĕш вырăна Сăкăтри вăтам шкулти виççĕмĕш классен ертуçи А. Анюрова тухрĕç.
Вăтам звеносемпе ĕçлекенсенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н.Сельцова, иккĕмĕшне Алманчăри вăтам шкулти Ю. Ивановпа Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти С. Ишмуратова, виççĕмĕш вырăна Турханти вăтам шкулти Л. Осипова, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Л. Владимирова йышăнчĕç.
Аслă классемпе ĕçлекен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина пĕрремĕш, Первомайскинчи вăтам шкулти И. Матюшкинăпа Хирти Пикшикри вăтам шкулти М.Хуснетдинова иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Валитова тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Л. Перхиева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Çĕнтерÿçĕсем республикăри “Самый классный классный” конкурса хутшăнаççĕ.
(Хамăр корр.)