23 апреля 2011 г.
Мăнкун – православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк та савăнăçлă уявĕ. Тĕн йĕркине пăхăнса пурăнакансем Мăнкун умĕн çичĕ эрне типĕ тытаççĕ. Çак хушăра çынсем кĕлеткине, чунне тасатма, çылăхĕсене каçарттарма тăрăшаççĕ. Мăнкуна тĕплĕн хатĕрленеççĕ: кил-çурта тасатаççĕ, мунча хутса кĕреççĕ.
Паян каçхине чиркĕве каяççĕ, Мăнкун ячĕпе хатĕрленĕ куличсене, сăрланă çăмартасене, чустаран пĕçернĕ ытти çимĕçе “тасаттараççĕ” (“светит тутараççĕ”), çурта çутаççĕ, чаплă кун ячĕпе янăракан мухтав юррисене итлеççĕ. Шăп çур çĕрте урама тухса чиркÿ тавра çаврăнаççĕ, пачăшкă: “Христос чĕрĕлнĕ!” тесен “Чăн чĕрĕлнĕ!” тесе хуравлаççĕ. Мăнкунра халăх пĕр-пĕрне çак сăмахсене каласа саламлать
Мăнкунра Пурнăç вилĕме, тĕттĕмлĕхе çĕнтерсе вăй илнине паллă тăваççĕ. Мăнкун çăмартисене сăрласси те шăп çакăнтан килет. Çăмарта – пурнăç палли, çутă пуласлăха, телей çитессине ĕненни.
Мăнкун эрнинче пур çĕрте те савăнăçпа хаваслăх хуçаланать: тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Хăш-пĕр ялта çамрăксем ярăнчăксем тăваççĕ.
Мăнкун ячĕпе сире, хаклă вулаканăмăрсем!
А. ИВАНОВ.