27 апреля 2011 г.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Канашра “Чăваш Республикинче медицинăпа санитари енчен пĕрремĕш пулăшу парассине йĕркелесси: çивĕч ыйтусем, вĕсене татса памалли çул-йĕр” ыйтупа республикăри сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцине ирттернĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина тата министерствăн тĕп гинеколог-акушерĕ, Президентăн перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова хăйсен сăмахĕсенче республикăри сывлăх сыхлавне хак панă, тĕллевсем палăртнă.