АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцин иккĕмĕш тапхăрĕ

27 апреля 2011 г.

Сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан акцин иккĕмĕш тапхăрне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта класс ертÿçисем тĕрлĕ калаçу, видеоклип, конкурс, диспут йĕркеленипе пуçларĕç.

11 е класра Н.Чумерин “ Сиенлĕ йăласем” темăпа диспут пуçарчĕ. Кунта сăмах эрех-сăра, пирус, наркомани- токсикомани сиенĕ çинчен пычĕ. Калаçăва уйрăмах Д.Хитрова, Ю.Кошкина, А.Кудрявцева, В.Шадиряков хастар хутшăнчĕç. Диспута вĕçленĕ май А.Кудрявцева сывă пурнăç темипе хăй çырнă сăвва вуласа пачĕ.

Хĕр ачасем хушшинче йĕркеленĕ мини–футбол вăййи те асăмра юлчĕ. Унта ултă класс–команда хутшăнчĕ. Пилĕк очко пуçтарса виççĕмĕш вырăна 9 б класс пикисем йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна 10 г класс тухма пултарчĕ. Ăсталăхпа 11 е класа çитекенни пулмарĕ.

“Лайăх хапхаçă” ята 11 е класра вĕренекен Д.Хитрова тивĕçрĕ. “Лайăх тапăнса вылякан” ята 11 е класри Е.Рогина çĕнсе илчĕ. 10 г класра вĕренекен И.Мезеветова “Лайăх хÿтĕлевçĕ” пулса тăчĕ.

Хĕр ачасем хушшинче ирттернĕ мероприяти ачасене килĕшрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăсене директор çумĕ С.Кальметов Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Акци малалла пырать.

В. АНТИПОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика