27 апреля 2011 г.
Нумай пулмасть Туçара пурăнакан Василий Васильевичпа Ирина Николаевна Рубцовсем патне Петя ывăлĕ службăра тăракан Свердловск облаçĕнчи çар чаçĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. Вĕсен ывăлĕ таса чунлă, дисциплинăллă салтак пулнине, çар специальностьне тÿрĕ кăмăлпа вĕреннине, полкри обществăлла пурнăçа хастар хутшăннине çырнă. Вĕренÿ-ре лайăх ĕлкĕрсе пынипе, ĕçре хастаррипе командирсем, юлташĕсем умĕнче хисеп тата авторитет çĕнсе илнине палăртнă.
Танк полкĕн 32-мĕш вĕрентÿ командованиĕ П.Рубцов малашне те çар тивĕçне пурнăçлассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса, çар йăли-йĕркине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласса шаннине пĕлтернĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА.