27 апреля 2011 г.
Акан 23-мĕшĕнче районти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн велосипедисчĕсем шоссе çинче ăмăртассипе Шупашкар хулишĕн йĕркеленĕ уçă ăмăртăва хутшăннă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн В.Афанасьевăн воспитанникĕсем – О.Терентьева, А.Матвеев, П.Павлова – çĕнтерÿçĕсем пулнă, А.Михайлова иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕнчи В.Макаров тренер патне çÿрекен А.Осипов – иккĕмĕш, М.Емельянов виççĕмĕш вырăна тухнă.
х х х
Шупашкарта йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Кунта Патăрьелĕнчи ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăннă. Хăйсен виçе категорийĕсемпе И.Исаева (тренерĕ Н.Трифонов) чемпионка пулнă, виççĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи Д.Давыдов (тренерĕ А.Давыдов), Алманчăри вăтам шкулти А.Карсаков (тренерĕ Н.Зимин) йышăннă.
А.АФАНАСЬЕВ.