30 апреля 2011 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса районта 29 палăк, 13 обелиск лартнă тата 4 асăну хăми çирĕплетнĕ. Вĕсене пăхса, тирпейлесе тăрасси пирĕн пĕрремĕш тивĕç пулмалла.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине хатĕрленсе ирттерме йĕркеленĕ комисси членĕсемпе пĕрле Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕн территорине пăхса çаврăннă, ăна тирпей-илем кÿртес, симĕслентерес тĕллевсене çи-вĕчлетнĕ. “Çĕнтерÿ кунне кашни çулах юбилей пек палăртмалла. Шел, ветерансем сахалланса пыраççĕ. Кăçал та уява çÿллĕ шайра ирттермелле”, – тенĕ Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче.
А. ИВАНОВ.