30 апреля 2011 г.
Кăçалхи Мăнкун уявĕ те Тăрăнта тулли савăнăçпа иртрĕ. Уявсен уявне паллă тума пилĕкçĕре яхăн çын пуçтарăнчĕ авалхи чиркĕве. Чиркÿ уявне райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов, вырăнти пуçлăхсемпе депутатсем, общественность представителĕсем хутшăнчĕç.
Çур çĕр тĕлĕнче хĕреспе чиркÿ ялавĕсене йăтса, çуртасем çутса, чан сасси янранă май пĕтĕм халăх чиркÿ тавра çаврăнчĕ. Чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен ертсе пынипе Аслă Мăнкун кĕлли пуçланчĕ. Христос чĕрĕлнине мухтаса чиркÿре хаваслă юрăсем шăранчĕç.
Ирхи кĕлĕ вĕçленсен вăл Мăнкун пĕлтерĕшĕ пирки проповедь каларĕ, халăха уяв ячĕпе саламларĕ, Мускавпа пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава ĕненекенсем патне уяв ячĕпе янă çырусене вуласа пачĕ.
Часах Мускавран Шупашкарти аэропорта тин çеç илсе çитернĕ сăваплă вутăн çулăмне Н.Федоров предприниматель Тăрăна илсе çитерчĕ те чиркÿри лампадăсемпе çуртасене çĕнĕрен тивертсе ячĕç. Ун хыççăн аслă уявăн литурги кĕлли пысăк çĕкленÿпе иртрĕ. Вăл вĕçленнĕ тĕле Мăнкун хĕвелĕ пин-пин тĕспе выляса тухнине те сăнарĕç чиркĕве пынисем.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Мăнкун ячĕпе ял çийĕн кунĕпех чан сасси янăрарĕ.
Л.ЛЯЛЬКИН.