30 апреля 2011 г.
Иртнĕ шăматкун районти вĕрентÿ пайĕн профсоюз работникĕсен спартакиадипе килĕшÿллĕн шкулсем хушшинче шахматла выляссипе ăмăрту иртнĕ. Çивĕч ăслисен тупăшăвне 14 шкул коллективĕ хутшăннă.
Ăмăртура вăтам шкулсем хушшинче Первомайскисем пĕрремĕш, Сăкăтсем иккĕмĕш, Тутар Сăкăтсем виççĕмĕш, пуçламăш шкулсенчен Еншиксем пĕрремĕш, Именкассисем иккĕмĕш, Татмăшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.