30 апреля 2011 г.
– Хĕрсем, паян мĕн тутли çитеретĕр-ши; – терĕ çÿллĕрех те тĕреклĕ хул-çурăмлă арçын Первомайскинчи столовăйне кĕрсессĕнех. Кунта апата час-часах кĕни унăн малаллахи калаçăвĕнче те сисĕнчĕ. Чăнах та, столовăйĕнче яланах тутлă апат шăрши тăрать. Хуть яшка, хуть иккĕмĕш блюда ил, тути килте пĕçернĕ пекех. Кăмăлпа, ăшă чунпа, ĕçе юратса пурнăçланăран çапла пулать те ĕнтĕ.
Первомайскинчи столовăйĕнче виççĕн ĕçлеççĕ: В.Фомина аслă повар, А.Киргизовăпа С.Артемьева пулăшакансем (ÿкерчĕкре). Вера Витальевна çак системăра ĕçлеме пуçлани кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 30 çул çитет, яланах аслă поварта вăй хунă. Алевтина Дмитриевна та 8 çул халăха тутлă апат çитерес тесе тăрăшать. Светлана Леонтьевна кăна кунта çĕнĕ çын, вăл нумай пулмасть вăй хума тытăннă. Анчах унăн та ку тĕлĕшпе опычĕ çителĕклĕ. Вăл хăйĕн ĕç стажне Анат Туçари столовăйĕнчен пуçланă тесен те йăнăш мар.
– Пирĕн пата çÿрекенсене яланах кăмăлпа кĕтсе илме, апатне тутлăрах пĕçерме тăрăшатпăр. Клиентсем пĕрре сивĕнсен урăх кĕресшĕн мар, çакна шута илсе ĕçлетпĕр, – тет Вера Витальевна. Тăрăшулăхне пулах Первомайскинчи столовăйĕнче вăй хуракансем уйăхри плана тултарса пыраççĕ, палăртнă суммăран ирттерсе янă тĕслĕхсем те сахал мар. Туйсем, юбилейсем, çуралнă кунсем стловăйĕнче тăвакансем чылайăн пулни те витĕм кÿрет ĕнтĕ. Мероприятие çакăнта йĕркелесе ирттерсе ярас текенсем икĕ уйăх маларах та килсе калаçаççĕ.
– Аслă типĕ вăхăтĕнче çеç канмалли кунсенче столовăйĕнче шăп, ытти чухне кашни эрнере тенĕ пекех мĕнле те пулин уяв иртет. Канма, савăнма килекен çынсем тутлă апат-çимĕçпе сăйланса кайччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ĕçе пайлас йăла çук: кам мĕн тума пултарать, çавна тăвать, – тет калаçăва малалла тăсса В.Фомина аслă повар.
Йыш туслă пулмасан ĕçлеме те йывăр, мĕн тума палăртнине те пурнăçлаймастăн. Поварсем хăйсемех купăста тăварлаççĕ, пельменсем тăваççĕ, кукăльсем пĕçереççĕ. Çавăнпах апачĕ те килти пекех техĕмлĕ пулать.
О.ПАВЛОВА.