30 апреля 2011 г.
Пирĕн республикăра “Ренова” компанисен ушкăнĕн тата “Хĕвел” ООО представителĕсен делегацийĕ ĕçлĕ визитпа пулнă. Сумлă хăнасемпе пĕрле ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн Председателĕ Константин Косачев, икĕ вице-премьер – строительство тата экономика министрĕсем Александр Гончаровпа Иван Моторин – Çĕнĕ Шупашкарти “Роснанотех” патшалăх корпорацийĕпе пĕрле тăвакан хĕвел модулĕсен производствин заводне çитсе курнă. Ку отрасль Чăваш Еншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Темиçе миллиардпа хывăнакан инвестици республика экономикине аталанма май парать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет.
ЧР Министрсен Кабинечĕпе тулли мар яваплă общество малашне те анлăн, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлес тĕллевпе килĕшÿ тунă. Ăна ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев тата “Хĕвел” ООО генеральнăй директорĕ Евгений Загородний алă пусса çирĕплетнĕ.