30 апреля 2011 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев “Роснефть” нефть компанийĕн “Ульяновск”-нефтепродукт” акционерсен хупă обществин пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă.
Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене йÿнĕрех хакпа топливо сутассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Чăваш Республикин Правительстви, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерстви тата Раççей Федерацийĕн Энергетика министерстви пĕрле килĕшсе татăлнине пула “Роснефть” нефть компанийĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене 2011 çулта йÿнĕ хакпа çунтармалли-сĕрмелли материал сутма килĕшнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене тоннăшăн 16200 тенкĕ тÿлеме тивет. Çакна палăртмалла: çак топливăн вăтам хакĕ (тоннăшăн) 22 пин тенкĕпе танлашать.