АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

30 апреля 2011 г.

Еншикре тĕнче класлă спорт мастерăн Фаина Краснова парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ. Ăмăртăва вăтам шкулсемпе тĕп шкулсем, 8 ял поселенийĕ, пурĕ 320 спортсмен, хутшăннă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Селиванов, Хирти Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕ З.Алигберов, “Паттăр” ФСК директорĕ А.Краснов, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов уçнă.

Старта, 3000 метрлă дистанцие чупса тухассине, 10-11 классенче вĕренекен яшсем пуçланă. Кунта Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕри М.Ялуков палăрнă (вăл Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул чысне хÿтĕленĕ), иккĕмĕш вырăна Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекен А.Абрамов, виççĕмĕшне Туçари вăтам шкулти С.Михайлов тухнă.

Ăмăрту программипе килĕшÿллĕн, каччăсем хыççăн старта аслă класри хĕрсем тăнă. Вĕсем 2000 метр чупнă. Малти вырăнсене М.Самделова (Аслă Чемен шкулĕ), Н.Никитина (Первомайски), А.Петрова (Нăрваш Шăхаль) йышăннă.

8-9 класра вĕренекен арçын ачасенчен чи маттурри Турхан шкулĕн представителĕ Д.Ларкузов пулнă, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче – Первомайскинчи А.Фоминпа Аслă Чементи Д.Фролов. Хĕр ачасенчен çĕнтерÿçĕ ятне Туçари вăтам шкулти Т.Кузнецова тивĕçнĕ. Первомайскинчи вăтам шкулти М.Кольцовăпа Нăрваш Шăхалĕнчи К.Егорăван та кăтартăвĕсем лайăх.

5-7 классенчи арçын ачасенчен Н.Маркиданова (Первомайски шкулĕ), А.Степанова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул), А.Сорокина (Первомайски), хĕр ачасенчен А.Михайловăна (Нăрваш Шăхаль), А.Семеновăна (Аслă Чемен), А.Клементьевăна (Первомайски) çитекенни пулман.

Вăтам шкул командисенчен Первомайскинчи шкул пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕ-мĕшне – Аслă Чемен, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхаль шкулĕсем йышăннă. Тĕп шкулсен командисем хушшинче те çак кăтартусемех.

Ял поселенийĕсем хушшинчи ăмăртура хăйсен ÿсĕмĕнчи категорисенче çĕнтерÿçĕсем А.Егоров, В.Бородкин, Г.Федоров, К.Филиппова, М.Николаева (Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕ), Ф.Васильев, Н.Узюкина (Шăхач), А.Ухварин, М.Елимов, Н.Квасова, Л.Елимова (Çĕньял), С.Виноградов, Н.Нурсов, А.Кузнецова (Туçа), Н.Афанасьев (Патăрьел ял поселенийĕ) пулнă.

Ăмăртура мала тухнисене Хисеп грамотисемпе тата призсемпе хавхалантарнă.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика