АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – республика Президенчĕ

05 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче районта республика Президенчĕ М.Игнатьев пулчĕ. Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕп тĕллевĕ–хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе, çĕр ĕçченĕн ĕç условийĕсемпе, вырăнсенче ял хуçалăхне аталанма паракан патшалăх çăмăллăхĕсемпе мĕнле усă курнипе паллашасси. Çак сăлтавпа Чăваш Ен ертÿçи “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнче пулса хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Республика элтеперне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче район пуçлăхĕ, Чăваш Ен Президенчĕн советникĕ, “Малалла”, “Первомайск” хуçалăхсен ертÿçи М.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Секретов тата ыттисем кĕтсе илчĕç. “Малалла” хуçалăхри уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май республика Президенчĕ М.Игнатьев хăйĕн калаçăвĕнче тăтăшах ял хуçалăхĕнчи проблемăсене çивĕчлетрĕ, аграрниксене май пур таран пулăшмалли пирки каларĕ.

Çак кун тĕлне “Малалла” хуçалăхра ака-суха ĕçне 44,6 процент пурнăçланă. Ĕçе лайăх йĕркеленĕ, дисциплина çирĕп. Механизаторсем пĕр сменăпа çеç ĕçлеççĕ пулин те, хирсенче мĕн каçченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Г.Филиппов опытлă механизатор хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май, хуçалăхра çĕр ĕçченне пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ. Ĕçне кура тÿлевĕ те лайăх, хавхалантарăвĕ те пысăк. Çур акипе вырма тапхăрĕсенче вĕсем 25 пин тенкĕрен кая мар ĕçлесе илеççĕ. Республика Президенчĕ асăннă хуçалăхра çăкăр туса илекене кирлĕ пек тимлĕх уйăрнине ырларĕ.

– Тăрăшакана, ĕçлекене эпир яланах пулăшатпăр. Малашне те çаплах пулĕ,–терĕ вăл кун пирки çирĕппĕн.

Михаил Игнатьев Президент “Малалла” хуçалăхри севок, кĕрхи культура анисенче пулчĕ, механизаторсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Кăçал хуçалăхра çурхи культурăсене пин гектарта, “иккĕмĕш çăкăра” 120 гектар акса-лартса хăвармалла. Çур акине ăнăçлă тата вăхăтра ирттерсе яма мĕн пур услови çителĕклĕ. Çанталăкран килекен сăлтавсем культурăсене ÿссе аталанма чăрмантармасан “Малалла” хуçалăх ĕçченĕсем кăçал та начар мар тухăç илмелле. Хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче республика Президенчĕ М.Игнатьев çак шухăша çирĕппĕнех каларĕ.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика