АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвартан пурин те асăрханмалла

05 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче районта çине-çинех пушар тухса инкек кăтартнă. Тăрăнти С.Думилина хуçалăхĕнче электричество кĕске замыканине пула тухнă инкекре мунчипе хуралтисем сиенленнĕ. Вăтаелĕнчи К.Кадкинасен хуçалăхĕнче те çак сăлтавпах хĕвел анас умĕн вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Юрать-ха ăна питех сарăлма паман.

Иртнĕ эрнекун каçхине 22 сехетсенче вара Первомайскинчи С.Лукинсен тĕреклĕ те капăр çурт-йĕрĕ йăлтах çунса кайса çемьене пысăк тăкак кÿнĕ. Сасартăк хыпса илнĕ çулăма парăнтарма 5-6 пушар машини шывпа сирпĕтнĕ, тракторсемпе те шыв турттарсах тăнă, анчах та хăватлă вут вăйне çĕнтереймен. Хальхи вăхăтра районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем пушарăн сăлтавне тĕпчеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика