АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – выльăхсен йышне упрасси

05 мая 2011 г.

Район администрацийĕн залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, зоотехниксемпе, ĕне тата сысна фермисен, участокри ветлечебницăсен заведующийĕсемпе канашлу иртрĕ. Унта кăçалхи пĕрремĕш квартала мĕнле вĕçленине, çитес уйăхсенче мĕн-мĕн тумаллине пăхса тухрĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пайри специалист Ю.Федоров паллаштарчĕ.

Шăрăх çанталăка пула пĕр çул ÿсекен тата нумай çул ÿсекен курăксем, ытти культура та йĕркеллĕ ÿсеймерĕç, çакă выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухнех палăрчĕ. Маларах та, хĕлле те ытти регионсенчен апат турттарассине лайăх йĕркелерĕç, çавна май выльăх-чĕрлĕх йышĕ те упранса юлчĕ. Районти мĕн пур категоринчи хуçалăхсенче ĕне-выльăх йышĕ 17011 пуç шутланса тăрать, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 3890. Сăвăнакан ĕнесен шучĕ ÿснĕ, çакă чăннипех те савăнтарать. АПК-ра вĕсем 2010 çулта çак вăхăт тĕлне 1417 пуç пулнă, халь 54 пуç нумайрах. “Звезда”, “Батыревский”, “Родина”, “Корма”, “Булинская” хуçалăхсем ĕнесен йышне пысăклатма май тупнă.

Сыснасем 13618 пуç шутланаççĕ, шел пулин те витесем кăшт пушаннă.

Мĕн пур категоринчи хуçалăхсенче аш-какай 1596 тонна туса илнĕ, ку вăл 109 процентпа танлашать. Сăвăм кăтартăвĕ вара пĕчĕкрех. Пĕлтĕр пĕрремĕш квартлта районĕпе вăтамран 1118 килограмм сĕт сунă, кăçал – 1040.

Мăйракаллă шултăра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ вăтамран – 426, сыснасен 266 грампа танлашнă.

Юлашки уйăхсенче уртаракан чир ертнĕ чĕр чунсене тупса палăртманнине, пĕлтĕр вара килти кушаксемпе йытăсене çак чиртен сыхласа укол тунине пĕлтерчĕ районти ветеринари службин начальникĕ П.Ефимов. Çавăн пекех вăл фермăсенчи выльăхсене валли медикаментсем, витаминсем туянма вăхăтра укçа уйăрмаллине, хăçан пăрулани, çăвăрлани пирки шута илсе пымаллине палăртрĕ. Африка чумипе чирленĕ сыснасем кÿршĕ регионсенче пурри, фермăсем тавра хÿме тытмалли пирки сăмах хускатрĕ Петр Ильич.

Часах выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве илсе тухаççĕ, апла пулсан кĕтÿçĕсене пĕрремĕш пулăшу панă чухне кирлĕ медикаментсемпе тивĕçтерме манмалла мар. Витесене шуратасси, дезинфекцилесси те тĕп вырăнта пулмалла.

Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори начальникĕ Л.Ефимова шултăра мăйракаллă выльăхсем нушаланакан лейкоз чирĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Лейкозлă ĕнесене вăхăтра улăштармалли, тĕрĕслеменнисене йăхтармалла марри пирки хускатрĕ. Чир ытлашши ан сарăлтăр тесе инъекци валли йĕпсем туянмаллине, пĕрре усă курнипе урăх юраманнине, кашни выльăха шута илмеллине каларĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче уйăха çитмен пăрусем час-часах ăш-чикки пăсăлнипе вилеççĕ иккен. Çакă çамрăк выльăхсене ĕне ырри вăхăтра çитерменнипе, пăрулаттармалли ятарлă уйрăмсем çуккипе çыхăннине пĕлтерчĕ Л.Ефимова.

Пирĕн район юлашки çулсенче ăратлă вĕлле хурчĕсемпе ĕçлени тата ытти ыйтусене те хускатрĕ кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен тĕп зоотехник-консультант Н.Пирожков.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикин управленийĕн территори пайĕн Патăрьел районĕнчи начальникĕн çумĕ А.Прохоров концерогенлă факторсем тата вĕсен сиенĕсем пирки тухса калаçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков иртнĕ çула мĕнле вĕçлени, çитменлĕхсене пĕтересси пирки пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов канашлăва пĕтĕмлетнĕ май кунта хускатнă ыйтусене çивĕчлетрĕ.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика