05 мая 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов организаци, предприяти, учреждени тата райадминистрацин структура подразделени-йĕсен ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура тĕпрен илсен калаçу ял территорийĕсене тирпей-илем кÿртес, çавăн пекех вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене тимлĕх уйăрмалли тавра пычĕ.
Ялсене тасатса тирпейлес ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И. Дикин, Çĕнтерÿ кунне хатĕрленес ыйтупа райадминистирацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов тĕп-лĕнрех паллаштарчĕç.
Паянхи кун пур ял поселенийĕсенче те Аслă Çĕнтерÿ уявне чыслăн палăртас тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Сывлăх тĕлĕшпе митинга хутшăнайман вăрçă ветеранĕсене килĕсене пырса саламлĕç.
З. АЛЕКСАНДРОВА.