АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАШЛĂХРИ ЫЙТУСЕНЕ СÿТСЕ ЯВНĂ

05 мая 2011 г.

Акан 29-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Н.Глухов профсоюз райкомĕсен председателĕсемпе тĕл пулнă. Николай Иванович районăн çитĕнĕвĕсемпе тĕллевĕсем пирки чарăнса тăнă, пĕрремĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чи пысăк çитĕнĕвĕсенчен пĕри вăл – муниципалитетсен финанс ĕçĕ-хĕлĕн 2010 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе район виççĕмĕш вырăн йышăнни.

Н.Глухов çур аки епле пыни, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанни çинчен те сăмах хускатнă.

– Ĕç сыхлавне тата техника хăрушсăрлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕслессипе пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халь уйрăм хуçалăхсенче те çĕнĕ техника нумай туяннă, çынсем хăйсем тĕллĕн пуçтарнисем те пур. Çавăнпа та пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсене кăна мар, уйрăм хуçалăхсене те çирĕп тĕрĕслемелле, – тенĕ Николай Иванович.

Райадминистраци пуçлăхĕ Çĕнтерÿ кунне уявласси, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Ульяновск хулинче ирттересси, районта 60-мĕш хут пулакан Акатуй-Сабантуя хатĕрленесси пирки те калаçнă.

Çавăн пекех район Пĕтĕм Раççейри тутарсен иккĕмĕш Сабантуйне уявлама та тивĕçнĕ.

– Çак паллă уявсене шута илсе паян пирĕн территорине хăтлăх кĕртесси, симĕслетесси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать, – тенĕ Н.Глухов тĕл пулăва хутшăнакансене çак енпе ĕçлессине тата лайăхрах йĕркелеме чĕнсе.

Ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче кадрсем çитменни пирки те калаçнă.

Тĕл пулăва хутшăнакансем профсоюз активĕсемпе вырăна тухса, ĕç коллективĕсенче курнăçусем ирттермеллине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика