05 мая 2011 г.
Иртнĕ шăматкун Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнине халалласа Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн М.Тазетдиновăн парнисене çĕнсе илессишĕн наци кĕрешĕвĕ (“Кĕреш”) енĕпе йăлана кĕнĕ ХХII республикăри турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва çĕре яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Хамăр район кĕрешÿçисемсĕр пуçне унта Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчен, Пăваран, Ульяновск, Хусан хулисенчен те пулчĕç.
Турнира килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Купкенов, вăтам шкул директорĕ С.Калайбашева, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В.Семенов, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ М.Тазетдинов тата ыттисем те çивĕч кĕрешÿ, пысăк çĕнтерÿ сунчĕç.
Хăйсен виçисенче И.Губайдуллин (Çĕпрел районĕ), З.Вахитов (Пăва хули), А.Куряков, Р.Садаров, М.Купкенов, М.Сафиянов, Ф.Пазюков (Шăнкăртам), Э.Мтеев, Р.Абейдуллов (Чĕмпĕр хули) çĕнтерчĕç, парнесем илме тивĕçрĕç.
А.НИКОЛАЕВА.