АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлă мар ĕç-хĕле чарса лартаççĕ

05 мая 2011 г.

Юлашки çулсенче район прокуратури, йĕрке хуралĕн органĕсем саккунлă мар майпа услам тăвас шутпа вăйă ĕçĕ-хĕлĕпе ĕçлесе пурăнакансене хи-рĕç тăрассине, вĕсене чарса лартассине тимлĕх уйăраççĕ. Чылай чухне астармăш вăййа илентерекенсем “Интернет салон” ятпа витĕнсе хăйсен ĕçне туса пыраççĕ.

2011 çулхи нарăс-ака уйă-хĕсенче Патăрьелĕнчи Дружба урамĕнчи 6 “Б”, Ленин урамĕнчи 12, 9 “А”, 9 “Г” çуртсенче вăйă ĕç-хĕлне вăрттăн туса пыракансене тытса чарнă. Тĕслĕхрен, Ленин урамĕнчи 12-мĕш çуртри астармăш вăйăпа ĕçлесе пурăнакансен ĕç-хĕлне чарас тĕллевпе кунта вырнаçтарнă автоматсене тĕрĕслев хыççăн виçĕ хутчен илсе тухса кайнă. Мĕн пурĕ 37 автомата упрама йĕрке хуралĕн аллине панă.

Пушă ларакан çуртра астармăш вăйăсем йĕркелекенсене арендăна ярса услам тăвакансене саккунпа явап тыттараççĕ. Енчен те эсир çакнашкал вăрттăн ĕçсене пĕлетĕр пулсан, район прокуратурине 6-25-49 е 6-12-16 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика