05 мая 2011 г.
Кашни уйăхăн 19-мĕш числинче республикăра “Пешеходный переход” ятпа рейд иртет. Унăн тĕллевĕ–çуран утакансене , автотранспортпа çÿрекенсене çул-йĕр культурине, çул çинче пăхăнмалли йĕркесене хăнăхтарасси. Ку енĕпе Чăваш Енпе пĕтĕмлетÿ тумалли пурах. Кăçалхи виçĕ уйăхра республика территорийĕнче 296 автоавари пулнă. Вĕсенчен 155-шĕ (52, 4 процент) çуран пыракан çын çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Асăннă тапхăрта пирĕн районта çуран пыракан 41 çынна çул-йĕр правилине пăхăнманшăн административлă майпа айăпланă.
Çул çинче синкерлĕх сиксе тухассси пĕтĕмпех хамăртан килет. Çуран çÿрекен çынсен çул урлă утса каçнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла.
А.КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрăшсăрлăхĕн патшалăхĕн
инспекцийĕн инспекторĕ.