АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министерство грамотисене тивĕçрĕç

07 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта 1994–1995, 1996–1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче Чăваш Республикин Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрĕнчи çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Канаш районĕсенчи тата Канаш хулинчи 120 ытла çăмăл атлет хутшăнчĕ. Спортсменсене çак ятпа Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В. Платонов, республикăри Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин представителĕ, пирĕн ентеш А. Кириллова, республикăри пĕрремĕш номерлĕ спорт шкул директорĕ С. Егоров саламларĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансен 100 метра, 400 метра, 1000 метра чупмалла тата мечĕк ывăтмалла пулчĕ. Мечĕк ывăтассипе Туçари вăтам шкулти Н.Тюрюхинпа А.Козлов (тренерĕ В.Козлов) хăйсен çул ÿсĕмĕсемпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 400 метрлă дистанцие чупса 1996-1997 çулсенчи хĕр ачасенчен Иш-лĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А. Васильева (тренерĕ М.Прокопьев) пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А.Михайловăпа К.Егорова (тренерĕ Т.Кудряшова) иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак дистанцирех иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Нянинпа А. Лаврентьев тухрĕç. 100 метра чупса 1996-1997 çулсенчи арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти О.Краснов , хĕр ачасенчен иккĕмĕш вырăна çак шкулти А.Андреева йышăнчĕç. 400 метрлă дистанцире 1994-1995 çулсенчи арçын ачасенчен Туçари вăтам шкулти А. Астраханцев иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

1000 метрлă дистанцире 1996-1997 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăна Аслă Чементи вăтам шкулти М.Самделова (тренерĕ П.Макаров), арçын ачасенчен Первомайскинчи вăтам шкулти А. Фомин малти вырăна çĕнсе илчĕç. 100 метрлă дистанцире 1994-1995 çулсенчи ÿсĕмрисенчен Аслă Чементи вăтам шкулти Н. Зотова виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Ăмăртусем хыççăн çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин грамотисемпе наградăларĕç.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика