07 мая 2011 г.
Чăваш Республикин тĕп хулинчи Хĕрлĕ лапамра çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кăнтăрла Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана çапса аркатнăранпа 66 çул çитнине халалласа митинг уçăлать, унтан Шупашкар гарнизо-нĕнчи çар подразделенийĕсен полкĕн парачĕ пулать. Уяв мероприятийĕсене Чăваш Енри влаç органĕсен официаллă www.cap.ru порталĕнче тÿрех кăтартаççĕ.
Шăп 12 сехетре Чăваш наци радио, «ВТК-информ» тата «Канал 5 плюс» эфирĕнче уяв мероприятийĕсен трансляцийĕ пуçланать. Унăн тулли версине 14-15 сехетсенче «Раççей-24» канал эфирĕнче (19 сехет те 30 минутра – тепĕр хут), «Канал 5 плюс», «ВТК-информ» эфирĕсенче 20 сехетре кăтартаççĕ.
Трансляцие техника пулăшăвĕпе «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин пултарулăх бригади тивĕçтерет. Унăн сайтĕнче уяв парачĕн тулли аудио- тата видеоматериалне вырнаçтарĕç. «Чăваш радио» корреспонденчĕсем уявра ятарлă кăларăмсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 6.17, 7.11, 12.10 сехетре, çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче 7.11 сехетре, çавăн пекех «Шупашкарăм, савнă Шупашкар» тата «Столичный курьер» кăларăмĕсенче эфира тухĕç.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Раççей-1» каналпа Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем çинчен ятарлă репортажсем кăтартĕç.