07 мая 2011 г.
Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ,
Çĕвĕ çукчĕ питĕм-куçăмра.
Манăнах та çÿçĕм сар кăтраччĕ,
Сайралса шуралчĕ вăрçăра. 2 хут
Куçăмсем ман çутă çăлтăр пекчĕ,
Çухрăмран паллаттăм çын сăнне.
Сирĕлми сĕм тĕттĕм чатăр карчĕ
Вăрçă вучĕ майлăн куç умне. 2 хут
Вăрçăччен калаттăмччĕ эп купăс,
Тăвăл пек ташлаттăм вăйăра.
Шухă çамрăклăха тискер тупă
Илсе юлчĕ юнлă вăрçăра. 2 хут
Вăрçăччен ман тантăшсем нумайччĕ,
Аслисем хавасчĕ пирĕнпе.
Тантăшсем тем чухлĕн выртса юлчĕç,
Выртса юлчĕç вăрçă хирĕнче. 2 хут
Вăрçăччен ман кăмăлăм çемçеччĕ,
Хаярлатрĕ вăрçă чунăма.
Вăрçă тек ан пултăр тесе эпĕ
Халь хума та хатĕр пуçăма. 2 хут