АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Люпинкка аппа хурлăха куççульпе çуса тасатаймарĕ...

07 мая 2011 г.

Эпĕ астăвасса Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн çемьешĕн нихăçан та савăнмалли уяв пулман. Ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри чечексемпе, пĕчĕк ялавсемпе митинга утатчĕç, пирĕн кукамай вара ир-ирех хамăр умра саркаланса ÿсекен йăмрасем патне тухатчĕ те кашнине ятран каласа ыталаса йĕретчĕ: “ Куçча, Митя, Микуль, Çумкка мĕншĕн пĕри те пулин таврăнаймарăр–ши;” тесе татăлса куççулленнисем халĕ те хăлхара янăраççĕ, юратнă мăшăрĕпе виçĕ ывăлĕн пурнăçне харăсах татнăшăн ирсĕр тăшмана ылханса йăмрасем умне чĕркуçленнисем паян та куç умĕнчен каймаççĕ.

Ача чухне çакна çывăха хурса ăнланма та пĕлмен. Халĕ çав вăхăтсене аса илетĕп те хама унăн умĕнче айăплă пек туятăп. Тĕрĕссипе вара кукамай Çĕнтерÿ уявĕнче çеç мар, кашни кун çапла хурланатчĕ. Мăшăрĕн, амăшĕн куççульне çăтсах-тăр, вăрçă пуçланас умĕн лартса хăварнă йăмрасем хăйсем пекех тĕреклĕ те хитре çитĕнсе Туçа ялĕн варринче ял палăкĕ вырăнне çеç тăрса юлчĕç. Кукамайăн хурлăхне чунĕ тухиччен те типме пĕлмен куççулĕ пурпĕрех çуса тасатаймарĕ...

Люпинкка аппа тесе чĕнетчĕç ăна Туçара. Вĕри те ĕçчен, питĕ тирпейлĕ хĕрарăмччĕ.. Вăрçăччен вĕсем килĕшÿллĕ çемьере шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри ăнланса çеç пурăннă. Мăшăрĕ, Кузьма Митрофанович Петров колхозра бригадирта тăрăшнă. Ашшĕпе пĕрле аслă ывăлĕ Дмитрий та хуçалăх ĕçне хастар хутшăннă. Коля ывăлĕ вăл вăхăтра салтакра пулнă. Кĕçĕн ачисем, Семенпа Саня, шкулта вĕреннĕ. Вĕсен пурнăçĕ ытти çынсенни пекех пĕр майлă сыпăнса пынă темелле. Ачисене ура çине тăратнă вăхăтрах вĕсем кил-çуртне тĕреклетнĕ, выльăх-чĕрлĕхне усранă. Урăхла каласан, ырă малашлăхпа пурăннă. Анчах сасартăк сиксе тухнă ирсĕр вăрçă Петровсен çемйине тĕпĕ-йĕрĕпе салатнă.

Çемьерен чăн малтанах аслă ывăлĕ, Дмитрий хăйĕн мăшăрĕпе, виçĕ ывăлĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе сывпуллашса тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса каять. Çар хĕсметĕнче тăракан Кольăна та вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта куçараççĕ. Усал хыпар ял çыннисене йăлтах пăлхантарса янă. Паян пĕрисене, ыран теприсене хурланса черетпе вăрçă хирне ăсатнă. Арçынсем сайралса пынăçемĕн пурнăç та йывăрланнă. Ялта ватăсемпе ача амăшĕсем çеç юлнă. Кузьма Митрофанович та бригадир ĕçне кĕçĕн ывăлне Семена хăварса хăй ирĕкĕпе тăшмана парăнтарма тухса кайнă. 1943 çулта вара Л.Петрова 18 çул тин çеç тултарнă юлашки ывăлне, Семена вăрçа ăнăçлă кайса килме пиллĕх панă... Анчах шел, амăшĕн пилĕ те, çумри хĕресĕсем те мăшăрĕпе виçĕ ывăлне синкерлĕхрен сыхласа хăварайман. Саня хĕрĕпе çеç тăрса юлнăскер, кашни кун хĕрарăм вăрçă хирĕнчен хыпар кĕтнĕ, пурте çĕнтерÿпе тăван яла таврăнасса, хăйсем лартнă йăмрасене ыталасса ĕмĕтленнĕ... “Тăшман чакать, пуçа усмастпăр, часах киле пысăк телейпе таврăнатпăр. Чипер пурнăнăр, Саня хĕрĕме ла-йăх пăхăр...” çырсах тăнă Кузьма мăшăрĕ фронтри хыпарсене. Ывăлĕсем те амăшĕпе йăмăкне çаплах лăплантарнă. Кукамай çав çырусене пĕрне те пăрахман. Кайран та виçĕ кĕтеслĕ çырусене нумай хутчен уçа-уçа вулатчĕ, минтер айне те хурса выртатчĕ...

Хуйхă тени салтак арăмĕн чĕрине тимĕре тутăх çинĕ евĕр кăшланă. Çемьене пĕрин хыççăн тепри усал хыпар çитнĕ. Малтанах аслă ывăлĕ, Дмитрий, (район пуçлăхĕ пулнă В.Петровăн ашшĕ, Василий Дмитриевичăн та йывăр тăпри çăмăл пултăр) унтан савнă мăшăрĕ, каярахпа Семен çапăçура чăн-чăн паттăрлăх кăтартса пуçне хунă. Юлашкинчен çемьене Коля пирки хурлăхлă хыпар çитнĕ: “ Тăшманăн тискер йăвине çитес умĕн нимĕç фашисчĕсем пысăк ушкăн танк пухса пирĕн позици çине контратакăна тухрĕç. Паттăр совет салтакĕсем вĕсемпе вирлĕн çапăçрĕç. Вăрăм вăхăт хушши пынă хĕрÿ кĕрешÿре Коля танк экипажĕнчен пĕччен тăрса юлчĕ,, çапах чакма шутламарĕ. Юлашки сывлăш тухичченех тăшмана тавăрчĕ, çав çапăçура вăл паттăррăн куçне хупрĕ...”

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăнăç пурнăçшăн пуç хунă салтаксене чыс туса лартнă Туçари палăк-монументăн мрамор плити çине 102 çыннăн ячĕпе хушамачĕ çырăннă. Вĕсенчен пĕрисем– манăçми Петровсем: Кузьма, Дмитрий, Семен, Николай. Анчах шел, çитмĕл çул ытла каялла лартнă çурт умĕнчи йăмрасем вăрçă паттăрĕсем пекех пĕрин хыççăн тепри ватăлса куçран çухалчĕç...Апла пулин те эпир, хамăрăн йăх-несĕле тытса пыракан çамрăк ăру, вĕсен ячĕсене ламран-лама куçарма тăрăшăпăр. Пирĕн куккасен ячĕсене Туçасем çирĕм пĕрмĕш ĕмĕрте те ан манччăр. Уяв ячĕпе вара вĕсене пурне те канлĕх çеç сунар.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика