07 мая 2011 г.
Районти 35 ял хуçалăх предприятийĕ, потребительсен тата кредитсен 17 кооперативĕ, тивĕçтерÿ тата промышленность 5 предприятийĕ ял хуçалăх министерствине отчетсем панă.
Ял хуçалăх предприяти-йĕсем ял хуçалăх продукцине сутса 54 миллион та 207 пин тенкĕ кĕртнĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 5 миллион та 57 пин тенкĕ сахалрах.
Пĕрремĕш кварталта таса тупăш 12 миллион та 177 пин тенкĕ пулнă, 2010 çултинчен 3 миллион та 86 пин тенкĕ нумайрах.
Вăтам ĕç укçи пĕрремĕш кварталта 5145 тенкĕпе танлашнă.
Ял хуçалăхĕнчи потребительсен тата кредитсен кооперативĕсем 48 миллион та 721 пин тенкĕлĕх ĕç тата тивĕçтерÿ пурнăçланă, иртнĕ çулхинчен 2 миллион та 947 пин тенкĕ нумайрах.
О. БЕЛЬДЕКОВА.