07 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче “Мăнкун савăнăçĕ” фестиваль иртрĕ. Унта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи чиркÿсен çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсем хутшăнчĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Шупашкар – Чăван Ен епархийĕн Кăнтăр V округĕн Благочиннăйĕ Сергий иерей тата ыттисем килме кăмăл тунă. Çутă кунпа, Мăнкунпа саламланă май, Н.Глухов çынсем патне ырă енсем каялла таврăнса пынине палăртрĕ. Евангелире те Иисус Христос пĕр-пĕрне юратма халалласа хăварни çинчен çырнине аса илчĕ.
–Мăнкун уявĕ пирĕн халăхăн ырă йăли, авалхи культурăна çĕнетекенни. Çак ятпа саламланă май кашнийĕн пурнăçĕнче малашне ырри нумайрах пултăр, çутă малашлăха ĕненĕр. Телей, çирĕп сывлăх, юрату Сире! – терĕ Николай Иванович.
Çÿлерех асăннă фестивале Варнава митрополит пилĕпе тата Кăнтăр V округĕн Благочиннăйĕ пулнă Анатолий протоиерей пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Вăл иккĕмĕш хут иртрĕ.
Священниксем “Раштав çăлтăрĕ” фестивале çулленех Шăмăршăра, “Мăнкун савăнăçĕ” уява Патăрье-лĕнче ирттерме йышăннă.
Уйрăм е коллективпа юрланисем, сценкăсем, вуланă сăвăсем пурне те килĕшрĕç. Вырсарни, вăтам, ăсталăх шкулĕсене çÿрекенсем вĕсенче хăйсем Турра юратнине палăртрĕç.
А. ИВАНОВА.