07 мая 2011 г.
Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри вулав залĕнче хамăрăн ентешпе, Сăкăтра çуралса ÿссе литература каçалăкĕнче хăйĕн вырăнне тупнă Чăваш халăх писателĕпе, Чăваш, Тутар, Марий Эл, Удмурт Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ работникĕпе, нумай премисен лауреачĕпе Михаил Николаевич Юхмапа тĕл пулу иртнĕ. Юхма Мишши– республикăра паллă писательсенчен пĕри. Паянхи куна унăн 200 ытла произведенийĕ кун çути курнă. Тĕл пулура ентешпе пĕрле унăн çывăх юлташĕ, академик, сăвăç, философ, Козьмодемьянск хулинче пурăнакан И.Кучерук та пулнă. Вăл хăйĕн творчествăри пултарулăхĕпе пирĕн тĕп хуламăрпа, Юхма Мишшипе питĕ тачă çыхăннине каланă.
Писательсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура библиотекăри краеведени секторĕн заведующийĕ Н.Мазякова ентешĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, унăн хăш-пĕр сăввине вуланă, вулакансемпе ĕçлекен пай заведующийĕ Н.Ракова “Юхма Мишши–чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ” ятпа юбилей тĕлне хатĕрленĕ курава пĕтĕмлетнĕ.
Михаил Николаевич библиотека ĕçченĕсене, вулакансене ăшă тĕл пулушăн тав тунă.
Ентеш-юбилейçă район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулнă, малашнехи творчество планĕпе паллаштарнă, ун хыççăн тăван ялĕнчи вăтам шкул ачисемпе, ентешĕсемпе ырă сăмахсене малалла тăснă.
( Хамăр корр).