АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхине халалланă эрне

07 мая 2011 г.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Ăна тăван халăха валли пысăк ĕçсем туса хăварнă, чăвашсене çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнă И.Я.Яковлева халалларĕç. Кашни кунах чаплă вĕрентекенĕмĕр ячĕпе конкурссем, урок-КВН иртрĕç, вĕренекенсем мероприятисене хаваспах хутшăнчĕç.

Малтанах 5-10 классем “Улăп чĕреллĕ пулнă çак çын” ятлă электоронлă презентаци пăхрĕç, виртуаллă экскурси мелĕпе И.Я.Яковлев çуралнă çĕр-шывра – Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче – “пулчĕç”, 1872 çулта кăларнă пĕрремĕш букварьпе паллашрĕç.

И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен конкурсĕнче Э.Басырова (7а), Р.Хафизов (6б), А.Сорокина (5б) тата “Тăван ен” номинацире Т.Майорова (7б) мала тухрĕç. Хаçатсен конкурсĕнче вара 6а, 7а, 6в классен чи лайăххисем тесе хакларĕç жюри членĕсем.

Чăваш чĕлхи эрнин виççĕмĕш кунĕнче Аслă Çĕнтерĕве 66 çул çитнине халалласа чăвашла сăвăсем янăрарĕç. Ăмăртура В.Алексеева (9в), М.Краснов (6в), А.Сироткина (6а) сăвăсене пăхмасăр вулани пурин кăмăлне те кайрĕ.

Эрнене пĕтĕмлетме ачасем акт залĕнче йĕркеленĕ уява пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем И.Я.Яковлев çырнă калавсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. 5а, 5в, 6б, 6в классем чи пултаруллисем пулчĕç. 3в класри вĕренекенсем (ертÿçисем М.Федорова, М.Воронова) ĕлĕкхи халăх уявĕсене аса илтерчĕç, аслашшĕ-асламăшĕ юрланă юрăсене шăрантарчĕç. Уява Туçари вăтам шкулта вĕренекен виççĕмĕш классем те килчĕç.

Шкулти библиотекăра А.Илюткинăпа П.Ефремова Чăваш чĕлхи эрнине халалласа “И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ” тата “Чăваш чĕлхи – ăс-тăн чечекĕ” ятлă кĕнекесен куравĕсене йĕркелерĕç.

В.ФЕДОРОВА, шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика