12 мая 2011 г.
Çĕнтерÿ уявĕ пиртен çултан-çулах аякка юлать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, вăрçă ветеранĕсен чыс-сумĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та кашни çулах ăна халăхпа пĕрле паллă тăвасси ырă йăлара. Ирпе ирех Патăрьелĕнче вăрçă çулĕсенчи юрăсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç. Хĕвеллĕ те ăшă, тÿлек çанталăкра вăл уяв сĕмне тата та ытларах мăнаçлăх кĕртрĕ. Тăхăр сехетсем иртсен район центрĕнчи ĕç коллективĕсен капăр колоннисем пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Çав вăхăтрах вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсем палăк умĕнчи хисеплĕ вырăнсене йышăнчĕç. Сăмах май каласан, ветерансен йышĕ те çулсерен сайралса пырать. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пĕр кун маларах çеç ПаИрпе ирех Патăрьелĕнче вăрçă çулĕсенчи юрăсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç. Хĕвеллĕ те ăшă, тÿлек çанталăкра вăл уяв сĕмне тата та ытларах мăнаçлăх кĕртрĕ. Тăхăр сехетсем иртсен район центрĕнчи ĕç коллективĕсен капăр колоннисем пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Çав вăхăтрах вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсем палăк умĕнчи хисеплĕ вырăнсене йышăнчĕç. Сăмах май каласан, ветерансен йышĕ те çулсерен сайралса пырать. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн пĕр кун маларах çеç Па-тăрьелсем Д.Енилин, уяв кунхине Кзыл Чишмасем К.Фаткуллов вăрçă ветеранĕсемпе сыв пуллашрĕç. Вĕсен йывăр тăпри çăмăл пултăрах. Паянхи кун пирĕн хушăмăрта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çин 102 участникĕ пурăнать. Вĕсенчен те чылайăшĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанă, ватăсем кил-тĕрешре çеç çÿреççĕ.
Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене, тыл хастарĕсене, вăрçă çулĕсенчи ачасене, Çĕнтерÿ уявне паллă тума пуçтарăннă ытти çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, республика Президенчĕ ячĕпе Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă райо-нĕсен пай пуçлăхĕ В.Лященко, Шупашкар тата Чăваш Енĕн епархийĕн V Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Сергий иерей, республикăри Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Синеев, Л.Кураков академик, С.Макачевпа В.Владимиров вăрçă ветеранĕсем, Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнисен ячĕпе А.Казенов, çамрăксен ячĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен А.Кудряшова саламларĕç.
– Пирĕн çутă малашлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, ырми-канми тăрăшнă ветерансемпе тыл паттăрĕсем умĕнче эпир яланах пуç таятпăр, малашне пирĕншĕн паянхи евĕр сенкер пĕлĕт çеç пултăр,– терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ачасеме пĕрле тÿпенелле 66 мир кăвакарчăнне вĕçтерсе янă май.
Ăшă салам сăмахĕсем хыççăн çамрăк армеецсен, Афганистанпа Чечня вăрçине хутшăннисен парачĕ пулчĕ. Ун хыççăн ĕç коллективĕсем кашниех черетпе ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене чыс туса пĕр самант шăп тăчĕç, палăк умне чечек çыххисем хучĕç.
Уявăн савăнăçлă пайне “Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ” автономи учрежденийĕ çумĕнчи юрăпа ташă коллекти-вĕсем малалла тăсрĕç. Патăрьелĕнче çак кун мĕн çĕрлечченех кĕвĕ татăлмарĕ. Каçхи концерт хыççăн тÿпене уяв салючĕ капăрлатрĕ.
А.ЕГОРОВА.
Нăрваш Шăхаль. Çĕнтерĕве халалланă митинга ял поселени пуçлăхĕ Н.Айкин уçнă. Пухăннисем вăрçă хирĕнче выртса юлнисене, таврăнсан вилнисене асăнса пĕр самант шăп тăнă хыççăн Н.Айкин, “Труд” ЯХПК ертÿçи Н.Михайлов тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн территорийĕнчи палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хунă.
Митинг хыççăн уяв малалла “çавра сĕтел” хушшинче тăсăлнă. Н.Айкин пурин ячĕпе те ветерансене Çĕнтерÿшĕн тав тунă, вĕсене сывлăх тата нумай çул пурăнма суннă.
Çĕнтерĕве 66 çул çитнине халалласа Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем йăлана кĕнĕ эстафета ирттернĕ. Культура учрежденийĕн ĕçченĕсем концерт кăтартнă.
х х х
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Сăкăтри вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем уява пĕрле пухăнса паллă тунă. Вĕсем Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсен парадне пăхса савăннă. Çавăн пекех сăвă- юрă та янăранă çак кун. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене Сăкăт ял поселени пуçлăхĕ С.Толстов, Патăрьел район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В.Лященко, “Красное знамя” ЯХПК ертÿçи П.Никифоров, Сăкăт вăтам шкул директорĕ А.Падусев саламланă.
х х х
1941 – 1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă Мухтав обелискĕ патĕнче йĕркеленĕ митинга Алманчăра пурăнакан ватти-вĕтти пуçтарăннă. Мероприятие ял поселени пуçлăхĕ Г.Фомин уçнă. Ю.Куцыпин вăрçă ветеранĕпе А.Дружинин ĕç ветеранĕ, Алманчă шкулĕнче вĕренекенсем гирлянда хунă.
Ял халăхне район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкеке сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г.Каллин, “Яманчуринский карьер” предприятин представителĕ П.Мышов, музей директорĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Дружинин ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă. Ю.Куцыпин фронтри çулĕсене аса илнĕ.
х х х
Çĕнĕ Ахпÿртре те пирĕн çĕр-шывшăн чи сумлă уява анлă паллă туса митинг ирттернĕ.
Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, салтак арăмĕсене ял поселени пуçлăхĕ В.Тукмаков, Патăрьел район администрацийĕн представителĕ В.Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Синеев, ра-йонти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Мартышкин, Çĕнĕ Ахÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ А.Бахматова саламланă.
Культура учрежденийĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем уява килнисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Ветерансене парнесем панă, пурте пĕрле ларса чей ĕçнĕ.
х х х
Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ уява Кзыл-Чишмара ял поселени пуçлăхĕ Р.Минаев тав сăмахĕпе уçнă. Çавăн пекех ветерансене Патăрьел район администрациĕн представителĕ Э.Ахметов, депутатсем тата ыттисем те ăшă сăмахсем каланă.
О. ПАВЛОВА.