АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевсеммалашне те пулĕç

12 мая 2011 г.

“Авангард” хаçатăн кăçалхи акан 16-мĕшĕнчи кăларăмĕнче Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи патшалăх çур-тĕнче пурăнакансем çухалакан электроэнергишĕн нумай укçа тÿлени пирки “Пĕрисем вăрлаççĕ, теприсем шар кураççĕ” ятпа информаци пичетленнĕччĕ. Район прокурорĕ Ю.Фуражников ăна çапла хуравларĕ: “Çакнашкал проблема Патăрьелĕнче ытти çуртсенче те пур. Электроэнергие вăрлакансене тупса палăртас тĕллевпе ра-йон прокуратури шалти ĕçсен пайĕн работникĕсемпе тата акционерсен “ Чувашская энергосбытовая компания” уçă обществин представителĕсемпе пĕрле вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăм çынсем электричество вăрланине тупса палăртнă, вĕсен ячĕпе административлă протокол çырнă. Çакнашкал çынсене саккунпа килĕшÿллĕн пысăк штраф панисĕр пуçне РФ УКăн 165 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă майпа та айăплаççĕ. Унсăр пуçне пысăк тăкак кÿнĕшĕн пилĕк çуллăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ.

Çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн çакнашкал тĕрĕслевсем малашне те пулаççĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика