14 мая 2011 г.
Çын организмĕшĕн донор питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне вăл пурнăç çăлăнăçĕ шутланать. Çакна тĕпе хурса Кзыл Чишмари врач офисĕнче иртекен Донор кунне çынсем питĕ хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче çак ырă ĕçе 66 донор явăçнă. Яланхи пекех Кзыл Чишмари Д.Сафина, Р.Гаязова, Красномайскинчи Е.Сироткина, Л.Муллина, Е.Васильева, Алманчăри Л.Косолапов, А.Егоров, Б.Васькин, врач офисĕнчи медицина работникĕсем пуçаруллă пулнă.