АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява хатĕрленеççĕ

14 мая 2011 г.

Чăваш Енре чи пысăк уява – Республика кунне ирттерме хатĕрленеççĕ. Кăçал та чылай хăна килессе кĕтеççĕ. Вице-премьер – Президент Администрацийĕн ертÿçи А. Иванов пĕл-тернĕ тăрăх уяв программи ытти çулхисенчен ытлашшиех уйрăлса тăмĕ. Яланхи пекех Шупашкарти экономика форумĕ (хальхипе 4-мĕш хут иртĕ вăл), «Регионы – сотрудничество без границ» выставка, халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ, ал ăстисен «Ăстасен Руçĕ» конкурсĕ иртмелле. Кунсăр пуçне ытти тĕрлĕ конкурспа выставкăсем, районсен акатуйĕсем пулĕç.

Республика кунĕнче пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне ирттересси те йăлана кĕчĕ. Июнĕн 23-мĕшпе 24-мĕшĕнче Шупашкар тÿпи тĕрлĕ тĕслĕн йăлкăшса тăрĕ. Республика кунĕн чи пысăк пайĕ Çĕрпÿ районĕнче иртмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика