АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе мухтавлă ачисем

14 мая 2011 г.

Вĕрентекен çулталăкĕ пулчĕ иртнĕ çул. Çавна май район хаçатĕнче ăста педагогсен ĕçĕ-хĕлне, ветерансен пурнăçне сахал мар çутатма тăрăшрăмăр. Йышлă çарăн маттур кадрĕсем нумай. Паян, акă, Козловкăри М. Артемьева кун-çулĕ çинче чарăнса тăрасшăн. Сăлтавĕ те пулчĕ. Мария Ивановна 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. 40 çул педагогика анинче вăй хунăскерĕн çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçри тÿпи калама çук пысăк.

– Унчченхи йăли аннемĕрĕн халĕ те пĕтмен. Хапха умĕнчи сак çине тухса ларманнине пĕлетĕпех. Анчах урам вĕçĕнчи инçе çула ирпе те, каçхине те тинкеретех. Хăшĕ те пулин килессе кĕтет. Йышлă çемьене çакăнтан ĕçе, шкула ăсатса кăларса янă вăл. Каçхине вара каланкка çинче чугунпа пăсланса ларакан вĕри шÿрпепе, шарккупа кĕтсе илнĕ. Аттен те юратнă апачĕсем çаксемччĕ,– куççульне пытараймасăр амăшĕн ырă енĕсене палăртса салам сăмахĕсем çырма ыйтать редакцие килнĕ Козловкăри М. Артемьеван пĕр хĕрĕ.

Анне. Пур-ши унран чи çывăххи, хакли, лайăххи, ăс парса ырра вĕрентекенни, савса, чĕрçе çинче сиктерсе ÿстерекенни, хăйĕн ачашлăхĕпе сар хĕвел евĕр ăшăтаканни... Пĕр хăйĕн ачисемшĕн çеç çакнашкал пулман Мария Ивановна. Тăватă теçетке çул шкулта ĕçлесе çитĕнекен ăрупа пĕр татăк çăкăра çурмалла пайланисем те асрах. Çĕтĕлнĕ çăм алсана питĕрсе панисене те манас çук. Пуçĕнчи çÿхе тутăрне сÿсе çил тăман вăхăтĕнче шарф вырăнне çăвар урлă çыхтарса янисене аса илекеннисем те пур. Вăхăтĕнче çакнашкал ырă тунисене тивĕç евĕрех туйнă. Анчах халĕ... Пĕрин хыççăн теприне аса илсе куç умне кăларса тăратать ыйхă килмен каçсенче Мария Ивановна. Шухăшпа вăхăта малалла шутарать. Ĕçпе ытларах йăпанать. Çурт хыçĕнчи пахчине акса-лартса пĕтерчĕ. Кашни ывăç тăпрана алăпа тикĕслерĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

– Ку вăхăта çурт умĕнчи пахчари тюльпансем çулленех çеçке çураканччĕ. Кăçал каярах юлчĕç. Хамăн юбилее кĕтрĕç пулас, – кÿршипе кăмăллăн калаçса кĕçĕн алăкран картишне кĕчĕ Мария Ивановна. Урам енче те, хыçалта та шăплăх хуçаланать. Вĕлле хурчĕ евĕр сĕрлекен ачасен сасси çуртра та, касра та, ял çумĕнчи çаранра та илтĕнмест.

...Евроюсав тунă тăпăл-тăпăл пÿртре тирпейлĕх хуçаланать. Çывăрмалли пÿлĕмсенчи вырăнсене аркăллă вит-кĕçсемпе тĕрленĕ минтер пичĕсем тăхăнтартса пуçтарнă. Пÿртри йăпанăçĕ – çĕвĕ машини. Тусан пусма памасть ăна Мария Ивановна.

– Унчченхиех вăл пирĕн. Чăтăмлăскер. Ачасене кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтартса ÿстернĕскер. Пальто таранчченех хам ăсталанă, – çĕвĕ машини çинчи тирпейлĕн хуçлатса хунă пусма татăкĕсене шаларах илсе хурса сăмаха малалла тăсать Мария Ивановна.

Ятуллă çи-пуçпа çÿретчĕç ачисем шкула. Сцена çинче юрлама ăстаччĕ. Вăхăтĕнче Ирăпа Валя Нарьянмар хули çинчен юрлани халĕ те асра.

Юхать юхан шыв, юхать малалла, иртет çав ĕмĕр, килмест каялла, теççĕ. Патăрьел хĕрĕ пулнă ĕç ветеранĕ. Вăрçă пуçланнă чухне 10 çул тултарнă. Пĕр татăк çăкăршăн кунĕпе хирте ĕçленине аса илет. Ачаранах умма лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнипе палăрса тăнă.

– Çиме çăкăр пулмасан та вĕренес ĕмĕте татмарăм. Чÿречерен сумкана вăрттăн ывăтса шкула тухса тараттăм. Вăрçă хыççăн атте те чирлесе вилчĕ. Аннене 4 ывăлпа пĕр хĕре ура çине тăратмашкăн çăмăл пулмарĕ çав, – йывăрпа аса илет иртнине Мария Ивановна.

7 çул вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлÿ пухать М. Артемьева. Лайăх вĕреннĕрен ăна Ыхра Çырминчи 5-7 классем патне яраççĕ. Ултă çул ĕçлет çакăнта педагог. Çак хушăра качча тухать, Алексей Федоровичпа çемье çавăрать. Пĕрле ĕçленĕ Б. Каштанова учительница ырă сĕнĕвĕсене паян кун та аса илет.

Кивĕ Ахпÿртри, Козловкăри шкулсенче вĕрентет. Тăватă çулта пĕрер выпуск кăларса пырать. Ачасем килĕрен йышлă пулнă ун чухне. Классенче те çирĕмшер ытлан вĕреннĕ. Шкула пуçласа пыракансем саспалли те палламан, алла ручка та тытма пĕлмен.

Пилĕк хĕр те пĕр ывăл çитĕнтернĕ Артемьевсем, вĕсене çунат парса вĕçтернĕ, ыр сунса телей пилленĕ. Мария Ивановна хăй çеç мар, хĕрĕсем те мăнуклă пулнă ĕнтĕ. Рита Патăрьелне качча тухнă. Район больницинче акушеркăра ĕçлет. Тамарăпа Валя – кÿршĕ ялсенче, ача сачĕсенче вăй хураççĕ. Амăшĕн ĕçне малалла тăсакансем татах та пур. Ира Канашра çамрăк ăрăва воспитани парассипе тимлет. Юля вара райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнче информаципе методика центрĕн директорĕнче тăрăшать. Кашнийĕшĕн ĕç стажĕ пысăк. Ывăлĕн пурнăçĕ çеç вăхăтсăр татăлчĕ. Çемьене йывăр хуйхă кĕртсе амăшĕн çÿçне кăвакартрĕ. Мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлнă.

З. Араев, В. Уруков, А. Павлов, А. Салмин, В. Белков шкул директорĕсемпе ĕçлеме тÿр килнĕ Мария Ивановнăна. Нихăшĕнчен те ĕç пирки кăмăлсăр калаçнине илтмен. Хисеп грамотисемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ тав туни вара çителĕклех. Кунтан урăхраххи кирлех те пулман Мария Ивановнăна. Çут ĕç министерствипе аслă шкул, наука учреждени-йĕсенче ĕçлекенсен профсоюз обкомĕн Хисеп грамотине мала хурать ветеран. Ача амăшĕн мухтавĕ, вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн панă медальсем те пур унăн.

Ачисемпе, кĕрÿшĕсемпе, кинĕпе, сак тулли чупакан мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнатех. Пурне те ытама илсе юратать. Вĕсем аякра пулманнишĕн хĕпĕртет. Патшалăх ватăсене хисепе хунине ырлать.

Кÿршисем те тăванран хака хураççĕ М. Артемьевăна. Ватлăх пăхнăшăн куçран пăшăрханма памаççĕ.

Çу каçиччен чăх-чĕп, хур-кăвакал ÿстерет. Пахча ĕçĕ те çителĕклех. Кил-çуртра кăштăртатни кун кунлама, çĕр ирттерме пулăшать. Паян юбилей кĕрекине мĕн пур çывăх çынни пуçтарăнать. Ватта сумласа ăш сăмахсем каласа ырлăх-сывлăх сунать. Эпир те вĕсем çумне хутшăнатпăр.

Ачисен юратăвĕ, мăнукĕсен çитĕнĕвĕ, кĕçĕн мăнукĕсен кулли Мария Ивановна пурнăçне илемлетсех тăччăр. Хĕвел шевлиллĕ сăнăр-питĕр ăшшипеле вĕсен чунĕсене лăпкатăр. Ĕмĕрĕр вăрăм, кăмăлăр тулăх пултăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика