14 мая 2011 г.
Героин, опиум, гашиш, мăкăнь, кантăр наркотик шутне кĕреççĕ. Наркотик çынна майĕпен вилĕм патне илсе пырать. Вĕсем тĕрлĕ мелпе организма лекеççĕ: сывласа, таблеткăсемпе, укол туса. Халь уйрăмах çамрăксем çак сиенлĕ йăлапа иртĕнме пуçларĕç.
Раççей территорийĕнче, ытти çĕр-шывпа танлаштарсан, наркотиксемпе усă куракансен шучĕ сахал, апла пулин те вĕсен хисепĕ ÿссе пырать. Çак наркăмăшпа усă куракансем, ăна сутакансем пĕрремĕш хутĕнче укçасăрах ас тивме параççĕ. Вăхăт иртнĕçем çыннăн организмĕ “шурă вилĕме” ыйтма тытăнать, анчах тавара илмешкĕн укçа çук. Çавна май вăрлама, килĕнчи япаласене сутма тытăнаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ.
Патăрьел район территорийĕнче çамрăксем хушшинче шутра тăракан наркомансем çук, анчах пирус туртакансем пур. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче сиенлĕ йăларан сивĕтес тесе мероприятисем, викторинăсем, калаçусем ирттереççĕ. Ку енĕпе тата та ĕçлемелле.
И.КОЗЛОВ,
райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçне
вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.