АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Именкассинчи Маловсене – орден

18 мая 2011 г.

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене ЧР Президенчĕпе унăн мăшăрĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин сумлă наградисемпе–“Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” тата “Юратупа шанчăклăхшăн” орденсемпе чысланă.

Çак хисепе – “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” ордена – Именкассинчи Маловсен çемйи тивĕçнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн ку енĕпе мухтанмаллăх пурах. Виçĕм çул Чăваш Енре чи малтан Раççей шайĕнчи наградăна илнĕ ятпа Мускавра Раççей Президенчĕ А. Медведев Аслă Чементи Медведевсен çемйине саламланăччĕ. Сăмах май каласан, республикăра çак орден икĕ мăшăр архивĕнче çеç упранать, иккĕшĕ те пирĕн тăрăхра.

Петр Максимовичпа Валентина Алексеевна Маловсем тăватă ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем вара ашшĕ-амăшĕн питне хĕретмеççĕ, ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсем пурте республикăри тĕрлĕ организацисенче яваплă вырăнсенче тăрăшаççĕ.

Çемье пуçлăхĕ çур ĕмĕр строительствăра вăй хунă: Патăрьелĕнчи сельхозтехникăра инженер-строитель, Треньелĕнчи кирпĕч завод директорĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ те обществăлла пурнăçран пăрăнмасть, вунă çул ытла ĕнтĕ Именкасси ялĕн старости “лавне” кÿлĕнни.

Мăшăрĕ–агроном, хăмлаçă, пахча çимĕç ăсти. Пĕр сăмахпа каласан, хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех çĕрпе çыхăнтарнă.

А. ИВАНОВ.

(ЧР ПА пресс-службин сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика