18 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва район пуçлăхĕ–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров ертсе пынă. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, райадминистрацин структура подразделени-йĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа–2010 çулхи район бюджетне мĕнле пурнăçланипе–райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Т. Полякова паллаштарнă. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе тата çак вăхăтра бюджета мĕнле пурнăçланипе райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Г. Иванова тухса калаçнă.
Çавăн пекех депутатсем районти хăй тытăмлăх орга-нĕсенчи муниципалитет должноçĕсене тата муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакансене ĕç укçи тÿлес ыйтăва сÿтсе явнă, Патăрьел районĕн Уставĕнчи çĕнĕлĕхсене çирĕплетнĕ, пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.