18 мая 2011 г.
Автомашина рулĕ умне ларсан час-часах водительсем çул-йĕр правилине “манаççĕ”. Газ педалĕ çине те хытăрах пусаççĕ, çул айккипе лартнă паллăсене те курмăш пулаççĕ. Анчах та районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсен аллине çаклансан пите хĕретме, штраф тÿлеме тивет. Хĕшĕ-пĕри вара укçа тÿлемелли пирки шухăшламасть те.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ тăватă уйăхра çул çÿревре административлă право йĕркине пăснăшăн РФ КоАП 20.25 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 71 ĕç пуçарнă. Çакна шута илсе районта çул-йĕр инспекторĕсем суд приставĕсемпе пĕрле çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче “Должник” операци йĕркеленĕ, çак кун вăл республикипех иртнĕ. Рейд вăхăтĕнче – 8, çу уйăхĕ пуçланнăранпа йĕркене пăснă 16 гражданина административлă явап тыттарнă.
Çул-йĕр правилине пăснăшăн панă административлă штрафа 40 кун хушшинче, протокола çырнă вăхăтран шутласа, тÿлеме манас марччĕ. Правилăсене пăхăнса çÿресен тата аван.