18 мая 2011 г.
Ялсенче халь кашни урамра тенĕ пекех çÿп-çап валли контейнерсем лараççĕ. Ку питĕ меллĕ: консерва банкисене, çунтарма юраман ытти япаласене унта кайса пăрахма пулать. Апла пулин те темшĕн çав контейнера хăрнă йывăç турачĕсемпе, çĕре пуçланă пахча çимĕçпе тултарса хураççĕ. Кашнийĕн хăйĕн килĕнче тирпейлĕ пулас килет пуль-ха, анчах çунакан, тис-лĕке çаврăнакан япаласене мĕншĕн тимĕр ещĕк патне çити йăтмалла;
Хамăр пурăнакан ял, урам тирпейлĕ пуласси хамăртан килет, çÿп-çап айне пулас марччĕ.