18 мая 2011 г.
Райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине тĕр-лĕрен сăлтавпа çырнă административлă протоколсем кĕреççĕ. Пĕрремĕш кварталта инспекторсем 1390 протокол çырнă. Вĕсенчен 57-шĕ çула тухакан водительсем ÿсĕр пулни. Шăпах вĕсем çул çинче авари тăвас хăрушлăх кăларса тăратаççĕ те ĕнтĕ. Инкек пĕрре çеç пулать. Кайран вара чавса çывăх пулсан та çыртаймăн.
Кăçалхи виçĕ уйăхра çул çинче пилĕк авари пулнă. Вĕсенче пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 8-шĕ аманнă. Пĕлтĕр çичĕ аваринче виçĕ çын вилнĕ, 13-шĕ аманнă.
Çула пуçтарăнакан кашни çын ырă шухăш-кăмăлпа çеç тухать. Вăл пуриншĕн те ăнăçлă, телейлĕ пултăр тесен, çул çинчи йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.
А.КАРГИНА,
райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕ.