21 мая 2011 г.
Патăрьел районĕнче пурăнакансен ырă йăли-йĕркине упраса халăх хушшинче сарас тĕллевпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Шăнкăртамра 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйне ирттерес тĕлĕшпе 2011 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 97 номерлĕ хушăвне тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей космонавтикин çулталăкне халалласа “Хĕвеллĕ” уçланкăра 60-мĕш район “Акатуйне”, 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри II ял Сабантуйне ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Уява хатĕрленсе ирттермешкĕн йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унта çаксене кĕртнĕ:
Н. И. Глухов – райадминистрацин пуçлăхĕ, комитет председателĕ;
Р. В. Селиванов – райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, председатель çумĕ;
И. А. Дикин – райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ, строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ, председатель çумĕ;
М. М. Калмыков – райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ, председатель çумĕ;
В. В. Осипов – райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ;
А. А. Торговцев – райадминистрацин социаллă аталану, информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕн специалист эксперчĕ, ĕç тăвакан секретарь;
Т. А. Полякова – райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ;
Г. В. Иванова – райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ;
М. М. Шадрикова – райадминистрацин бухгалтерипе пĕтĕмĕшле пулăшу пайĕн начальникĕ;
А. Е. Краснов – “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ;
А. Г. Овчинникова – “Патăрьел районĕнчи культурăпа кану центрĕ” автономи учрежденийĕн директорĕ;
З. В. Александрова – Чăваш Республикин Культура министерствин “Патăрьел ра-йонĕн “Авангард” хаçат редакцийĕ” автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕ (килĕшнĕ тăрăх);
С. И. Измуков – Патăрьел районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ (килĕшнĕ тăрăх);
Р. З. Купкенов – Шăнкăртам ял поселенийĕн пуçлăхĕ (килĕшнĕ тăрăх);
Р. А. Абдулвалеев – Патăрьел районĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ (килĕшнĕ тăрăх);
П. А. Перепелкин – Патăрьелĕнчи райпо совечĕн председателĕ (килĕшнĕ тăрăх).